Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӑрӑ шыв хӗрринче (Леонид Маяксем)

Темиҫе ҫул каярах Сантӑр Суранов тӑруках курми пулнӑччӗ. Аслӑ Ҫӗнтеру умӗн Берлин ҫывӑхӗнче тӑнлавран аманнӑччӗ - ҫавӑ килсе хупларӗ-ши? Больницӑна-мӗне ҫӳремерӗ: майлашӗ-ха майӗпен, вырӑна ларӗ, терӗ.
Эрне хыҫҫӑн эрне, уйӑх, хыҫҫӑн уйӑх иртрӗ - тӗксӗм шӑналӑк вара куҫ умӗнчен ҫаплах сирӗлмерӗ. Юлашкинчен арӑмӗ пӗр вӗҫӗм мӑкӑртатнӑран ватӑ салтак район тухтӑрӗсем патне ҫитрӗ.
Операци - Турра шӗкӗр! - ӑнӑҫлӑ иртрӗ: Суранов каллех куракан пулчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн, сывалса тухнӑранпа ҫур ҫул пек иртсен, пуҫра ҫамрӑклӑхпа ҫыхӑннӑ, пирвайхи хут ҫапӑҫӑва кӗнӗ вырӑнсене ҫитсе курас шухӑш ҫуралчӗ.
Ял администрацийӗпе ҫар комиссариатӗнче кирлӗ документсемпе справкӑсене пӗр муритлемесӗр хатӗрлесе пачӗҫ. Пуҫтарӑнма та вӑхӑт нумаях кирлӗ пулмарӗ: сӑран сумкине пӗрер мӑшӑр кӗпепе нуски, бритвӑпа супӑнь, пит шӑлли, ҫӑмӑл апат чикрӗ те пӗр тӑхтамасӑр ҫула тухрӗ.
...Полтавӑна ҫитсен Сантӑр автобуспа Шурчиркӳнелле ярӑнтарчӗ. Пассажирсем кӑтартнӑ ҫӗрте анса юлсан Тӑрӑ шыв патне ҫити ҫуран утрӗ. Вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ чи малтан ҫак таврара ӗнтнӗччӗ ӑна.
Сантӑр ҫинҫе сукмакпа тӑвалла васкамасӑр, кана-кана лӑкӑштатрӗ. Ун чухне вара, 60 ҫул ытла каярах, ҫак сӑрт ҫамкине вӑл юпах тиха пекех ҫӑмӑллӑн вирхӗнсе хӑпарнӑччӗ. Ҫулсӑр-мӗнсӗрех, урине йӗплӗ хулӑсем тирсе чӑрмаланине пӑхмасӑрах!
Тӑррине хӑмӑш витнӗ пӗчӗк пӳрт умӗнче сывлӑш ҫавӑрса ячӗ.
- Хуторта арҫынсем пур-и, аппаҫӑм? - ыйтрӗ ҫенӗкрен тухнӑ ҫамрӑк хӗрарӑмран.
- Апонаспа калаҫса пӑх, шӑллӑм, вӑл пӗлме кирлӗ... Ӑҫтарах пурӑнать тетӗн? Ак ҫак ҫулпа кай та, - аллипе анӑҫалла кӑтартрӗ хӗрарӑм, - тӳрех ун патне ҫитсе тухатӑн. Кала, Оксана кӑтартса ячӗ тесе. Мӗн те пулин кирлӗ пулсан кил, пулӑшма яланах хатӗр.
- Тавах ырӑ кӑмӑлушӑн, - терӗ те Сантӑр малалла васкарӗ. Тем вӑхӑтран пысӑках мар ҫурт патне ҫитсе тухрӗ. Картишӗнче лутрарах пӳ-силлӗ вӑтам ҫулхи арҫын тем аппаланать.
- Пахчара та, уйра та ӗҫ - мӑй таран, кунта вара ылханлӑ вӑрҫӑ кӗрлет, - кивелсе тӗсне ҫухатнӑ карттусне ҫамки ҫинерех хӑпартрӗ кил хуҫи ҫамрӑк салтака алӑ парса.
- Ҫапла, нимӗҫ шав малалла талпӑнать, - терӗ Сантӑр салхуллӑн. Хапха айӗнчех хӗрӳ ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтра вӑй питти "хохол" хӑй килӗнче ним пулман пекех тӑрмашни килӗшмерӗ ӑна - ӑша вӗчӗрхентерчӗ, кӑмӑла пӑсрӗ. - Кунта хӑршаланса тӑриччен пире, хӑвӑра хӳтӗлекенсене, пулӑшасчӗ, пиччем! Сахалӑн тӑрса юлтӑмӑр эпир...
- Вӑл паллӑ-ха. Тӗкленме ӗлкӗреймен, ҫавӑнпа кашни ухмах пуля айнех пуҫӑра чикетӗр. - Ҫавӑнтах хӑй ҫумӗнче сӗркеленекен шӗвӗре лӑпкаса илчӗ те: - Юрко! - терӗ. - Ман вырӑна юлатӑн: эп каллех ҫапӑҫма каятӑп. - Унтан салтак енне ҫаврӑнчӗ. - Кунсӑр пуҫне ман тата виҫӗ ҫӑвар, пӗринчен тепри вӗтӗ... - Ҫапла каларӗ те сулахай урине сӗтӗрсе хуллен кӑна ҫатан алӑк патнелле утрӗ.
Каярахпа Сантӑр акӑ мӗн пӗлчӗ: Апонас Халупа финн вӑрҫине хутшӑннӑ-мӗн, ӑста пулеметчик пулнӑ. Маннергейм линине штурмланӑ чухне йывӑр аманнӑ. Тӗрлӗ госпитальте йӑваланса хӑшкӑлнӑ хыҫҫӑн ӑна яланлӑхах "списать" тунӑ.
Хӑрах ури хуҫланмасть пулин те Халупа тӗлӗнмелле правур: "Максимкӑран" ӑшалантарса тӑшман атакисене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне путлантарчӗ.
...Иккӗмӗш талӑк ӗнтӗ тӑшмана Тӑрӑ шыв урлӑ каҫма памасть пысӑках мар ушкӑн. Урса кайнӑ фашистсем тупӑ минометсенчен татти-сыпписӗр переҫҫӗ. Ҫыран хӗрри сухаланӑ пекех чавӑнса пӗтнӗ. Сӑмсана ҫунӑк-ӗнӗк шӑрши ҫурать.
Сантӑрпа Стас Василишин, вӗлернӗ аслӑ лейтенант вырӑнне тинтерех ҫеҫ ҫирӗплетнӗ ҫамрӑк командир, йывӑр снаряд алтнӑ тарӑн шӑтӑка вырнаҫнӑ. Юхан шыв леш енче сас-чӗв пулсанах иккӗшӗ те унталла тӗллесе переҫҫӗ.
Василишин ҫак тӑрӑхранах иккен.
- Кунтан инҫех мар Хӑвалӑх ялӗ пур, - каласа пачӗ вӑл хӑй ҫинчен. - Вӑт эп шӑпах ҫавӑнта ҫуралса ӳснӗ. Наталкӑ та унтанах. Эпир унпа пӗр класра вӗреннӗ. Эп кунтине пӗлсен хӑрушлӑха пӑхмасӑрах вӗҫтерсе ҫитнӗ пулӗччӗ - пӗлмест...
Тӑрӑ шыв ку тӗлте ҫинҫерех, ӑшӑхрах. Тӑшманшӑн - пирӗннисене тапӑнма - питех те меллӗ вырӑн. Хӗрлӗ армеецсем ҫакна лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Тата командовани приказне асра тытаҫҫӗ: тӗп вӑйсем ҫӗнӗ позици йышӑнма ӗлкӗриччен фашистсене кирек мӗнле пулсан та юхан шыв урлӑ каҫма памалла мар! Акӑ мӗншӗн ҫирӗпленнӗ рубежран пӗр утӑм та чакмасть ятарласа хӑварнӑ рота.
Вӑйсем чаксах, хавшасах пыраҫҫӗ. Ҫӳлтен вара хамӑрӑннисем патне тухма ирӗк паракан хушу ҫаплах килмест-ха. Ҫакна пӗлнӗн Апонас ывӑлӗ Юрко ашшӗ каласа хӑварнине пӑхмасӑрах кунта чупса ҫитрӗ. Анчах та нумаях вӗткеленеймерӗ ҫӑмӑл та вӑр-вар ача салтаксене пулӑшса - кӗҫех ӑна питӗнчен амантрӗҫ.
- Эх, нуша ачи! - тарӑхса вӗриленчӗ пулемет ҫумӗнче выртакан ашшӗ. - Чуп хӑвӑртрах киле!
Юнлӑ питне ывӑҫ тупанӗпе хупласа Юрко тӗмсем хыҫӗнче ҫухалчӗ.
Тӳпене ҫамрӑк уйӑх шуса хӑпарсан кун каҫипех канӑҫ паман нимӗҫсем кӑштах лӑпланчӗҫ.
- Ытла та илемлӗ Украинӑри каҫсем! - тантӑшне хул пуҫҫинчен ыталарӗ Стас. - Ҫапла вӗт, Сантӑр? Шел, Наталкӑпа тӑраниччен савӑшма ӗлкӗреймерӗм. Чуп тӑвасси те пӗрре-иккӗрен ытла пулман. Хӑраттӑмччӗ: вӗри туйӑмсене вӑхӑтра лӑплантармасан вӑйӑран вӑкӑр тух-ма пултарать-ҫке-ха. Халь шухӑшлатӑп та - кӑлӑхах шикленнӗ...
- Эй, командир! - илтӗнчӗ ҫывӑхри окопран. - Фашистсем каллех йӑраланма пуҫларӗҫ. Туятӑп: ырра мар ку. Мӗн тумалла?
- Ҫиччас пырап! - ҫӗкленчӗ Василишин. Темиҫе утӑм тума ӗлкӗрнӗччӗ ҫеҫ - сасартӑк пӗтӗм кӗлеткипе карт! туртӑнса илчӗ те сулӑнса кайрӗ. Ҫийӗнчех чупса пынӑ Сантӑр ӑна ӳкме памарӗ - хул айӗнчен тытрӗ те хуллен, асӑрханса ҫӗре вырттарчӗ.
Кӗҫех уксах Апонас та хӑшкӑлтатса ҫитрӗ.
- Хӑвӑртрах Оксана патне илсе ҫитер! - терӗ Сантӑра сержант суранне хыпаласа пӑхнӑ хыҫҫӑн.
Юлташне ҫурӑм ҫине ҫавӑрса хунӑ Суранов кӗҫех, йывӑр ҫӗклеме пула енчен-енне сулкаланса, хӑйне кирлӗ анкарти патне пырса тухрӗ.
Оксана вӗсене паҫӑртанпах кӗтнӗн алӑка пӗр-икӗ хут шаккасанах уҫрӗ. Сантӑр тӗпелерех иртсе Василишина тӑм урайне сарнӑ улӑм тӳшек ҫине хучӗ.
- Аннеҫӗм... Наталка... Инҫе мар эп сиртен - кунтах, юнашарах... - асаплӑн йынӑшрӗ Стас типсе кушӑрханӑ тутине чӗлхе вӗҫӗпе йӗпетсе. Ҫавӑнтах антӑхса-чыхӑнса кайрӗ те - тепӗр минутран сывлами те пулчӗ.
- Эх, мӗскӗн! - питне саппун аркипе хупларӗ хӗрарӑм, унтан Сантӑра: "Халь тин ӑна нимле им-ҫам та кирлӗ мар, - терӗ те яртах тӑсӑлнӑ кӗлеткене шурӑ ҫиттипе витрӗ. - Кам пӗлет, тен, ман упӑшкам та ҫапла..."
Сантӑр шарламарӗ: пулни-иртнине ниепле те ӗненес килмерӗ унӑн. Пирвайхи хут ҫапӑҫӑва кӗнӗренпе икӗ эрне иртрӗ пулин те вилӗмпе ҫакнашкал ҫывӑх, куҫа-куҫӑн тӑма тӳр килменччӗ-ха ӑна.
Кӗҫех алӑк яри уҫӑлчӗ те пӳрте Апонас Халупа хашкаса кӗчӗ.
- Связной ҫитрӗ унта, - терӗ Стас выртакан кӗтесселле куҫ ывӑтса: тӳрех тавҫӑрса илчӗ вӑл командир вилнине, анчах та ҫакна ӑс-пуҫпа та, чун-чӗрепе те йышӑнасшӑн пулмарӗ. - Чакма хушнӑ сире... Васка, шӑллӑм, унсӑрӑн пӗччен татӑлса юлма пултаран. А эпӗ, лӑкӑш-лакӑш, сирӗнпе тем пек пырас тесен те пыраймастӑп...
Сантӑр йывӑрланнӑ пуҫне Апонас кӑкӑрӗ ҫине хучӗ те пӗр сассӑр - хул пуҫҫине вӗттӗн-вӗттӗн чӗтретсе макӑрма пуҫларӗ.
- Ы-ых, халер вӑрҫи! Мӗнешкел яшсене пӗтерет, - ассӑн сывларӗ Халупа. - Тӳс, шӑллӑм, ҫирӗплен. Юлташу пирки вара ан пӑшӑрхан: чыслӑн, йӗркеллӗн пытарӑпӑр...
...Хуллен, йывӑррӑн хӑпарать сӑрталла Суранов. Хутран-ситрен чарӑнса тӑрса сывлӑш ҫавӑрса ярать. Мӗн тӑвас тен, ватлӑх ура кӗлинчен пусрӗ. Ҫитменнине, врач хушӑвӗ-сӗнӗвӗсем те шиклентереҫҫӗ: ытлашши ывӑнма та, пӑлханма та юрамасть - унсӑрӑн каллех суккӑрланма пулать.
Юлашкинчен, хуллен-майӗпен мекеҫленкелесе, сӑрт ҫамкине хӑпарса ҫитрӗ-ҫитрех Сантӑр. Ун умне тӑррине шифер витнӗ шап-шурӑ ҫурт тухса тӑчӗ. Пахчара пан улмипе чие йывӑҫҫисем ашкӑраҫҫӗ, кунтах - тӗрлӗ ҫимӗҫ йӑранӗсем.
Сӑрланӑ крыльца ҫинчен тӗрленӗ кӗпеллӗ ватӑ хӗрарӑм асӑрханса анчӗ.
- Апонас Халупа пурӑнать-и, чӗрӗ-и? - ыйтрӗ Суранов кӗҫӗн апӑка хӑй хыҫҫӑн типтерлӗн хупса.
- Апонас тетӗн? Мӗн пултӑр ӑна! Тӑхӑр вунна ҫывхарать - хӑнк та тумасть-ха, ҫав-ҫавах ҫирӗп. - Унтан, сӑмахне урӑх йӗр ҫине куҫарса карчӑк ҫапла ыйтрӗ: - Мӗн тума кирлӗччӗ вӑл сана, ырӑ ҫыннӑм? Тӑван-хурӑнташу мар пуль-ҫке?
- Ҫук, ҫак таврара пӗрле ҫапӑҫнӑччӗ.
- Чӑнах-и? - хӗпӗртерӗ хӗрарӑм. - Сывлӑху мӗнле, аптрамасть-и? Суранусем канӑҫ памаҫҫӗ-тӗк, наччас сиплесе яратӑп: ман тем тӗрлӗ курӑк та пур. Оксана кинеми тесен
мана кунта пурте - йытти-кушакки таранах! - пӗлеҫҫӗ.
"Оксана? - шартах сикрӗ ватӑ салтак. - Нивушлӗ ҫавах?" Ыйтасшӑнччӗ, хӑйпе паллаштарасшӑнччӗ - чӑрмантарас килмерӗ, ӗлкӗрӗп-ха терӗ.
Халупа кил-хуҫалӑхӗ кунтан инҫе мар иккен. Апла пулин те ҫак кӗске хушӑ Сантӑршӑн тем териех вӑрӑм туйӑнчӗ. Кӑнтӑр шӑрӑхӗ ҫаплах пусӑрӑнмасть-ха, ҫаплах вӗри ҫунтарать. Пӑчӑ. Сывлама йывӑр. Пырсан-пырсан куҫ хуралса килет.
Апонас Халупа кил картинчен Суранова хирӗҫ шкул ачисем ҫуйхашса тухрӗҫ. Малта - вун-вун икӗ ҫулхи чанккамас хӗрача. Кӑвак юбкӑпа вӑл, шурӑ кофтӑпа. Калинккерен пуринчен маларах вӗтӗртетсе тухнӑскер ыттисем ҫине ҫирӗп учитель пек ҫултен аялалла пӑхса ҫаврӑнчӗ те: "Халӗ Оксана асанне патне кайӑпӑр!" - терӗ.
Вӗтӗр-шакӑра ӑсатнӑ хыҫҫӑн пӗкӗрӗлчӗк старик, сулахай ури ҫине таянса-уксахласа, Сантӑр патне пычӗ. Кӑвакарнӑ ҫӑра куҫ харшисем айӗн йӗплесе пӑхакан ҫивӗч куҫӗсемпе палламан ҫынна пӑраларӗ: кам эс, ӑҫтан?
Икӗ ватӑ калаҫса тӑнӑ хушӑра пуртрен утмӑл-утмӑл пиллӗкри платна арҫын тухрӗ. Ҫӳхе улӑм шлепкепе, тап-таса хырнӑ ҫавра пичӗ ҫинче кӗрен ҫӗвӗ палӑрать.
- Юрко, - терӗ ӑна мучи, - нӳхрепрен квас ӑсса тух-ха...
Сивӗ те уҫӑ шӗвекпе ӑш хыппине сӳнтернӗ хыҫҫӑн Суранов хӑй кунта мӗн сӑлтавпа ҫуренине пӗлтерчӗ.
- Кӗскен каласан, виличчен килсе курас килчӗ, - терӗ хӑй шухӑшне пӗтӗмлетсе.
Ашшӗпе ывӑлӗ инҫетрен килнӗ хӑнана пӳрте чӗнчӗҫ, анчах та Сантӑр килӗшмерӗ: "Каярахпа тепре кӗрсе тухӑп", - терӗ те Оксана патне каялла таврӑнчӗ.
Пахчара, тӑпӑл-тӑпӑл вил тӑпри ҫинчи плавай хӑмаран ҫапса тунӑ шӗвӗр тӑрӑллӑ тӑваткал палӑк ҫывӑхӗнче, паҫӑрхи ачасем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. Оксана вӗсене хӗрӳленсех тем ӑнлантарать - уҫӑмлӑн илтӗнмест, хӑш-пӗр сӑмахӗ кӑна - татӑ-кӑн-сыпӑкӑн - хӑлхана кӗрет: "...Сирӗн телейӗршӗн...", "...ун ячӗ нихӑҫан та..."
Кӗҫех пиҫен пек ҫинҫешке хӗрача пурне те хӑй хыҫҫӑн чӗнчӗ.
- Халӗ, ачасем, хӗрӳ ҫапӑҫу пулса иртнӗ вырӑна ҫитсе курӑпӑр...
Сантӑр вӗсен хыҫҫӑн утрӗ.
Чӑнкӑ ҫыран. Аялта, салтак пиҫиххийӗ евӗр, Тӑрӑ шыв авкаланса юхать. Унӑн икӗ енӗпе те - вӗри хӑйӑр ҫинче - канакансем хӗртӗнсе выртаҫҫӗ. Шывра, хур-кӑвакалпа пӗрле, ача-пӑча ҫатӑлтатать.
- ...Шӑпах ҫак вырӑнта пирӗн салтаксен пӗр ушкӑнӗ фашистсен вӑйлӑ хӗҫ-пӑшаланнӑ пысӑк чаҫӗпе тытӑҫнӑ, - ӑнлантарчӗ тантӑшӗсене пӗчӗк "экскурсовод". - Паттӑрсем пурнӑҫа шеллемесӗр ҫапӑҫнӑ. Вӗсем хӑйсен умне лартнӑ тӗллеве чыслӑн пурнӑҫланӑ, мӗн хушу пуличченех каялла чакман. Анчах - вӑрҫӑ вӑрҫах ӗнтӗ - отряд ҫухатусем те тӳснӗ. Юлашки тан мар ҫапӑҫура, сӑмахран, командира вилмеллех амантнӑ. Боецсенчен пӗри ӑна Оксана асанне патне ҫӗклесе кайнӑ. Шел, ҫӑлма май килмен. Оксана ӑна, нимӗҫсем чыссӑрласа ан варалаччӑр тесе, хӑй пахчине - улмуҫҫисен хушшине - пытарнӑ /паҫӑр хӑвӑрах куртӑр/...
Канӑҫсӑррӑн, йывӑррӑн сывларӗ вӑрҫӑ ветеранӗ. Чӗри кӑкӑртан халь-халь сиксе тухасла хӑвӑрттӑн та хыттӑн тапӑлтатрӗ. Илемлӗ тавралӑха сӑнанӑ май Сантӑр ҫапла пӑшӑлтатрӗ: "Тархасшӑн, халех тапма ан чарӑн-ха, чӗреҫӗм! Манӑн тата кӑштах пурӑнас, хамӑр курни-тӳснине ҫамрӑк ӑрӑва каласа парас килет. Ан тив, пӗлтӗр вӑл ҫакӑ тӑрӑ тӳпе мӗнле майпа упранса юлнине. Ун хыҫҫӑн вара... ун хыҫҫӑн лере кайма та юрать".


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2005-11-20 16:29:10 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4534 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем